Йӑлана кӗнӗ йӗркепе спорт уявне вип-чупу уҫрӗ. Ушкӑна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ. Унпа ҫумӑн - депутатсем, тӗрлӗ ведомствӑпа пӗрлешӳ тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисем. "Советская Чувашия" хаҫат ҫак ӗҫ-пуҫа 1932-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫеҫ пуҫарӑва вӑхӑтлӑха пӑрахӑҫланӑ пулнӑ.
"Советская Чувашия" хаҫат парнисемшӗн 120 ушкӑн тупӑшрӗ. Уйрӑмах журналистсен тупӑшӑвне сӑнама кӑсӑклӑ пулчӗ. Кӑҫал ӗҫтешӗсемпе ӑмӑртма "Порецкие вести" хаҫатра ӗҫлекенсем те килӗшнӗ. Пирӗн телерадиокомпанинче тӑрӑшакансем вара старта ҫӗнтерес кӑмӑлпах тухрӗҫ. Чупӑва Эльвира Иванова корреспондент пуҫларӗ. Унран эстафетӑна Павел Тимофеев инженер йышӑнчӗ. Кайран тупӑшӑва телекурав журналисчӗ Антонина Капитонова хутшӑнчӗ. Юлашкинчен Ярослав Яковлев корреспондентӑн малта пыракансене хӑвалама тиврӗ. Ҫак тӗллеве тивӗҫлӗн пурнӑҫларӗ вӑл - финишра 2-мӗш вӑхӑт кӑтартрӗ. 1-мӗш пулма темиҫе ҫеккунт ҫеҫ ҫитеймерӗ.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хушшинче чи вӑйлисем - Наци телерадиокомпанинче ӗҫлекенсем пулчӗҫ. 3-мӗш вырӑнта -"Советская Чувашия" хаҫат хастарӗсем. Пӗрлӗхре вӑй пулнине туслӑ ҫемьесем те старта тухса ҫирӗплетрӗҫ ҫак кун.
Кӑҫалхи эстафета пине яхӑн ҫынна пӗрлештерчӗ. Хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем тупӑшрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, кубоксемпе тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров








