Ӑмӑртӑва Чулхула, Самар тӑрӑхӗсенчи, Мари Элти тата хамӑр республикӑри тӗрлӗ район-хулари ачасем хутшӑнчӗҫ. Ҫак куна вӗсем тахҫанах хатӗрленме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес тесе самай вӑй хунӑ вӗсем! Хусканусене пӗр пек тума вӗреннӗ. Командӑра ҫакӑ питӗ пӗлтерӗшлӗ. Палӑрас тесе ҫамрӑк спортсменсем ятарласа костюмсем ҫӗлеттернӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ӑсталӑхне "степ-аэробика", "аэробика", "хип-хоп" дисциплинӑсенче хакларӗҫ. Чӑваш Енри 30-а яхӑн ҫамрӑк фитнес- аэробикӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче тӑрать. Вӗсем республикӑри районсене ҫитсе ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ. Ҫак спорт тӗсне аслисем те, пӗчӗккисем те кӑмӑллаҫҫӗ.
Алена Артемкина, Михаил Солин