Мӑшӑрӗсене упӑшкисемпе ачисем хавхалантарса тӑчӗҫ, мечӗке мӗнле хӑваланине тимлӗ сӑнарӗҫ. Татьяна Митрофанова - "Спартак" футбол ушкӑнӗн ертӳҫи. Унӑн сӑмахӗпе ача амӑшӗсене пухма ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен кашниех ӗҫлӗ. Пуҫарӑва уйрӑмах ывӑлӗсем хапӑл туса йышӑннӑ.
Хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ шкул вӑхӑтӗнче футболла вылянӑ пулин те, вӑйӑ йӗркисем асра юлман. Вӗсене уҫӑмлатма Шупашкарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта пурӑнакан амӑшсем шут тытнӑ. Оксана Пахомован - виҫӗ ача амӑшӗн - икӗ ывӑлӗ те футболпа кӑсӑкланать, хӗрӗ те вӗсенчен юлмасть. Ытти регионсенче хастар аннесен ушкӑнӗсем аталаннине пӗлсен, кунта та спортпа туслисене пухас тенӗ. Ача амӑшӗсем хаваспах пуҫарӑва йышӑннӑ. Хусана та ҫитсе килнӗ - унта Мускаври тата Питӗрти ушкӑнсемпе тупӑшнӑ. Хӗрарӑмсен пуҫарӑвне Ҫӗнӗ хулари футбол федерацийӗ ырланӑ, тренер уйӑрса панӑ.
Хальхинче муниципалитетсенчен тӑвайсем ҫеҫ хастар пулчӗҫ. Ӑмӑрту вара пурин ӑсталӑхӗ те пӗр шайра пулнине кӑтартса пачӗ. Ҫавӑнпа та турнира хутшӑнма вӑтанмалла мар, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Вероника Павлова, Михаил Солин