Шупашкарта наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш вӑййисем вӗҫленчӗҫ

5 кун пынӑ сумлӑ тупӑшу вуншар ҫӗршыври 2 пине яхӑн спортсмена, тренерсемпе тӳресене пӗрлештерчӗ. 

Ӑмӑртусен программи анлӑ пулчӗ - пурӗ 14 тӗрлӗ кӗрешӳ тӗсӗ. Спортсменсем шахбокс, тутар кӗрешӗвӗ, ориентал, учкур, айкидо, хапсагай, кӑркӑссен курошӗ, чӑваш наци кӗрешӗвӗ, пиҫиххисемпе кӗрешес, мас-рестлинг, хӗҫсемпе ҫапӑҫас, киокушин тата каратэ енӗсемпе, ҫавӑн пекех казаксен ҫапӑҫу ӑсталӑхӗнче вӑй виҫрӗҫ. 

Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусемпе, паллах, Раҫҫейри журналистсемпе танах чикӗ леш енчи репортёрӗсем те кӑсӑкланчӗҫ. Чӑваш Енри хыпарсене Армени, Таджикистан, Беларуҫ, Казахстан, Вьетнам ҫӗршывӗсенче те пӗлтерсе тӑчӗҫ. Трибунӑсем ҫинче вара ытти регионсенчен килнӗ хӑнасене те курма пулчӗ. Вӗсен йышӗнче ытларах спорт шкулӗсенче вӗренекенсемпе тренерсем. 

Наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем ҫавӑн пекех ҫӗнӗ проектсем хута яма пулӑшнӑ. Вӗсенчен пӗри - "Сывлӑшри патруль". Ун вӑхӑтӗнче яшкӗрӗм пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсемпе усӑ курма тӳлевсӗр вӗренчӗ. Программӑра теори те, практика та пулчӗ. Курсра аппаратсен тӗсӗсемпе, вӗсен тытӑмӗпе паллашрӗҫ, маршрут хывма, вӗҫевре фото тата видео тума хӑнӑхрӗҫ. 

Наци вӑййисен тӗп финалӗнче 6 енпе тупӑшу иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсене кӗрешӳ, киокушин, учкур, пиҫиххисемпе кӗрешессинче, ориенталра, каратэ енӗпе палӑртрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх вара ҫӗршывсен ушкӑнӗсем хушшинче 3-мӗш вырӑна кӑркӑссем тухрӗҫ. 2-мӗшӗнче - Иран. Ҫӗнтерӳҫӗсем - Раҫҫей спортсменӗсем. Ӑмӑртусен юлашки кунӗнче ҫавӑн пекех рингра Турцирен килнӗ Чинар Догуканпа Мускав каччи Даниил Соловьев тӗл пулчӗҫ. Вӗсем шахбокс енӗпе чемпион ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. 5-мӗш раундра пирӗн атлета мат лартса тӗп парнене Турци спортсменӗ ҫӗнсе илчӗ. Наци вӑййисене йӗркелекенсем ҫак турнирӑн пуласлӑхӗ пуррине палӑртрӗҫ. Чи кӑсӑкли ҫитес ӑмӑртусем те пирӗн республикӑрах иртме пултараҫҫӗ. 

Леонид Петров, Андрей Шоклев