Ӑмӑртӑва пурӗ 700 ытла спортсмен хутшӑнчӗ. Вӑл шутра Атӑл федераци округӗнчи 5 регионти команда. Спортсменсем тӑрӑшса та нумай хатӗрленни тӳрех палӑрать: паркет ҫине илемлӗ тухни, капӑр та куҫа илӗртекен тумсем тата пӗр-пек хусканусем.
Фитнес-аэробика ҫамрӑк спорт тӗсӗ пулин те пирӗн республикӑра анлӑн сарӑлма ӗлкӗрнӗ. Паянхи куна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри 14 спортсмен кӗнӗ. Регионта 15 уйрӑм ӗҫлет. Пурӗ вӗсене 15 пин ытла ҫын ҫӳрет. Тупӑшӑва тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем хутшӑнчӗҫ. Виҫӗ ҫулти шӑпӑрлансемпе пӗрлех аслӑ ӳсӗмрисем те илемлӗ хускалма пултарнине кӑтартса пачӗҫ.
Чӑваш Республикин фитнес-аэробикин девизӗ: "Лайӑхрах пул, лайӑхраххисенчен вӗрен!". Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем ҫакна тӗпе хурса, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, ыттисенчен тӗслӗх илчӗҫ. 10 ҫулти Кристина Волкова фитнес-аэробикӑна виҫҫӗмӗш ҫул ҫӳрет. Ҫак вӑхӑтра ҫитӗнӳсем те сахал мар тунине палӑртрӗ хӗр ача.
Тупӑшу тӑршшӗпе тӗпренчӗкӗсене ашшӗ-амӑшӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарса тӑчӗ. Вӗсем ҫак спорт тӗсӗ ачасен сывлӑхне ҫирӗплетнисӗр пуҫне ушкӑнпа ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшма, ӑнланма вӗрентнине палӑртрӗҫ.
Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх республикӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшсенче Атӑл тӑрӑхӗнчи первенствӑра Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗҫ. Ӑмӑрту Шупашкар хулинчех иртӗ.
Оксана Верликова, Антонина Капитонова, Виктор Степанов