Шупашкарта фитнес-аэробика енӗпе Раҫҫей шайӗнчи турнир иртрӗ

Тупӑшура хамӑр республикӑран тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 85 ушкӑн вӑй виҫрӗ. 

Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, илемлӗ хусканусем тата савӑк кӑмӑл хуҫаланчӗҫ тӗп хулари маунтинбайк центрӗнче. Кашни ушкӑн ӑмӑртӑва тӗплӗн хатӗрленни курӑнчӗ - пурте капӑр ҫи-пуҫсемпе тӗлӗнмелле илӗртӳллӗ номерсем кӑтартрӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисен сӑмахӗпе, ҫулсерен ушкӑнсен ӑсталӑх шайӗ ӳссе пырать, кӑсӑкларах та вӑйлӑрах программӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Ытти ҫулти пекех сцена ҫине тӗрлӗ ӳсӗмри спортсменсем тухрӗҫ. Чи лайӑххи ята ҫӗнсе илессишӗн ытти регионти ушкӑнсем те тупӑшрӗҫ. Чӑваш Енри фитнес-аэробика федерацийӗн ертӳҫи Оксана Вербина пӗтӗмлетсе каланӑ тӑрӑх, республика спортсменӗсем тӗрлӗ номинацире чылай медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Халӗ чи пултаруллисем регион чысне ытти ӑмӑртусенче хӳтӗлеме хатӗрленеҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Дарья Петрова, Святослав Петров