Шупашкарта Александр Трофимова асӑнса дзюдо енӗпе республика турнирӗ иртрӗ

Паллӑ спортсмен тата патшалӑх деятелӗ ячӗпе йӗркелекен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

"Спартак" залӗнче иртнӗ тупӑшӑва 12 регионти 320 ытла ҫамрӑк дзюдоист вӑй виҫме кӑмӑл тунӑ. Ку турнира 2009-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Александр Трофимов ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ. Ыттисенчен вӑл ӗҫченлӗхпе тата тӑрӑшулӑхпа уйрӑлса тӑнӑ. Ҫавна пулах самбо енӗпе СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ. 90-мӗш ҫулсенче Шупашкарта "Профи-дзюдо" клуб никӗсленӗ. Каярахпа вӑл Атӑл тӑрӑхӗнчи дзюдо федерацийӗн президенчӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. Александр Трофимов республикӑри, Раҫҫейри тата тӗнчери ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗн тата тренерӑн пурнӑҫӗ 2008-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.

 

Диана Иванова, Вячеслав Ильин