Шӑпа ярса палӑртрӗҫ 

Мӗнле номерпе старта тухасси паллӑ. Ял хуҫалӑх министерствинче Республика кунӗ иртекен ӑратлӑ лашасен ӑмӑртӑвне хутшӑнакансем шӑпа ячӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокĕшĕн вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти ипподромра тупăшĕç. 

36 урхамах - 4 ҫултан аслăраххисем, вун виççĕшĕ - 3 ҫулхисем. Вĕсене валли 4 парне хатĕрленĕ. Çурма финалта чи лайăх вăхăт кăтартнă пĕрремĕш 8 лаша Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшĕ. 9-мĕш вырăнтан пуçласа 16-мĕшне çити йышăннисен ЧР ял хуçалăх министерствин парнине тивĕçес шанăç пур. Тата тепĕр 8 лаша спорт министерствин парнишĕн старта тухĕ. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗ те чи йăрă урхамаха чыслĕ. Унăн парнишĕн виçĕ çулхи утсем тупăшĕç. Ку ушкăнра тилхепе тытса пыракансен йышĕнче хĕрарăмсем те пур - Марина Воробьёвапа Марина Никольская. Чăваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн ăмăрту хĕрÿ иртесси куçкĕрет. Пĕрремĕш çурма финалта старта хальччен ят-сум çĕнсе илнĕ урхамахсем тухĕҫ - Зов Предков РМ, Патӑрьелти "Акатуй-Сабантуй уявӗнче ҫӗнтернĕ Ворчун, "Тутарстан Мăнаçлăхĕ" ята тивĕçнĕ Багир Блю ӑйӑр. Ытти лашасен те кăтартăвĕсем лайăх – пин те 600 метра вĕсем 2 минутран та сахалрах вӑхӑтра чупса тухаяҫҫӗ. Чи пысăк хăвăртлăх Патăрьел тăрăхĕнчи Анатолий Каргинăн Визбург ЛОК лаши кăтартнă - 1 минут та 56,2 ҫеккунт. Шӑпа янă тăрăх вӑл 4-мӗш чупура старта тухать. Пурĕ 5 çурма финал пулĕ. 

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин, Михаил Солин