Сатик ачисенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах вӑй виҫрӗҫ

Бокс, волейбол, ирӗклӗ майпа кӗрешессипе танах Муркаш округӗнче каратэ те ӑнӑҫлӑн аталанса пырать. Спортӑн ҫак тӗсӗпе тӗрлӗ енлӗн тупӑшма ку тӑрӑхра иртекен 7-мӗш турнира 4 ҫул тултарнӑ тата аслӑрах ачасем пуҫтарӑнчӗҫ.

Кашни ӑмӑрту спортсменсемшӗн уявпа тан. Хальхинче кавир ҫине Шупашкарти, Канаш хулинчи, Вӑрмар тӑрӑхӗнчи кӗрешӳҫӗсем тухрӗҫ. Каратистсем харпӑр хӑйшӗн те, ушкӑнпа та тупӑшрӗҫ. Округ чысне Муркаш шкулӗн ачисем кӑна мар, ача сачӗсене ҫӳрекенсем те хӳтӗлерӗҫ. Владимир Бардасов тренер ӗҫне тахҫантанпа курса тӑракансем ун патӗнче ӑсталӑхне туптакансен ҫитӗнӗвӗнче пӗрре те иккӗленмеҫҫӗ. 

Хирӗҫ тӑракансем вӑйлине кура тупӑшу самай кӑсӑклӑрах иртет. Ҫавӑнпа та Муркаш тӑрӑхӗн Кубокӗшӗн ӑмӑртма килекен хӑнасем те нумайӑн. 

Командӑсем хушшинче Муркаш округӗн спортсменӗсем мала тухрӗҫ. 2-мӗшпе 3-мӗшсем - шупашкарсем. 

Алиса Александрова, Иван Макеев