Спортсменсем, тренерсем, волонтерсем. Саратов ҫӗрӗнче тӗрлӗ тӑрӑхран 700-е яхӑна хастар пуҫтарӑннӑ. Пирӗн республика чысне 40 ҫамрӑкран тӑракан пысӑк ушкӑн хӳтӗлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртусенче чӑвашсем пӗрремӗш ҫитӗнӳсемпе палӑрма та ӗлкӗрнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Анастасия Алексеева спорт туризмӗ енӗпе бронзӑна тивӗҫнӗ. Программӑна велосипедпа 26 ҫухрӑм тӑсӑлакан ҫӑмӑл мар дистанцие парӑнтарасси, шывра каяксемпе тата катамарансемпе эстафета тухасси, ту ҫине хӑпарасси кӗнӗ. Пирӗн спортсменсем - ӑста атлетсем. Шыври дистанцие парӑнтарма вара ҫӑмӑлах мар. Апла пулин те пӗр-пӗрне хавхалантарни малтан-мала талпӑнма пулӑшать ҫамрӑксене.
Кунта спортри ҫивӗчлӗх кӑна мар, таврапӗлӳ шайӗ те анлӑ пулмалла. Кашни харпӑр хӑй регионӗнчен ҫӗнтерӳҫӗ пулса килнӗ май командӑсем пӗринчен-тепри хастар та вӑйлӑ. Саратов тӑрӑхӗнчи спортпа туризм лагерьне Беларусь, Казахстан, Узбекистан ҫӗршывӗсенчен те хӑнасем ҫитни ӑмӑрту сумне татах та ӳстерет. Кӑҫалхи "Туриадӑна" хутшӑнакансене хавхалантаракан ҫӗнӗлех те пур. Атӑл тӑрӑхӗнче ҫул ҫӳреме чи кӑсӑклӑ маршрут шутласа тупакан ушкӑн Саратов облаҫӗн грантне тивӗҫет. Ыран вӗҫленекен слетран Чӑваш Ен команди те лайӑх кӑтартусем таврӑнасса шанатпӑр.
Алиса Александрова