Республикӑри йӗлтӗрҫӗсем ҫуллахи Кубока ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ 

Ӑмӑрту Александр Тихонов ячӗпе хисепленекен спорт шкулӗнче иртрӗ. 

Ҫанталӑк ҫак кун ӑмӑрлӑ тӑчӗ пулин те, республикӑри йӗлтӗрҫӗсен федерацийӗн ҫуллахи Кубокӗшӗн тупӑшакансен кӑмӑлне вӑл хуҫаймарӗ. Парне фончӗ пысӑк пулнӑран ӑмӑртӑвӑн кашни тапхӑрӗ хӗрӳ иртнине палӑртмалла. Пурӗ вӗсем ҫиччӗ, хальхи улттӑмӗш пулчӗ. Пӗтӗмӗшле ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫине 300 пин тенкӗ парне кӗтет. 14-15 ҫултисем хушшинче мала тухассишӗн 50 яхӑн ҫын тупӑшать. Ку таранччен Олимп резервӗн иккӗмӗш шкулӗнче вӗренекен Александр Ильин малтисен йышӗнчеччӗ. Анчах та хальхинче 2 ҫухрӑм кросс чупассинче ӑнӑҫу ун майлӑ пулмарӗ. Вӑл финишра 12-мӗш вӑхӑт кӑна кӑтартрӗ. Пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине вара Красноармейски спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Егор Иванов хӑпарса тӑчӗ. Ҫӗнтерӳшӗн вӑл 100 очко тивӗҫрӗ. Трак Ен каччи юлнӑ тапхӑрта та ӑнӑҫлӑ тупӑшсан тӗп парне ун аллинче пулас шанӑҫ пур. 

Кубок парнисене пурӗ 10 ӳсӗмри ушкӑнра выляттарӗҫ. Йӗлтӗрҫӗсен республикӑри федерацийӗн ертуҫи Сергей Скоросуев пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртусен 7 тапхӑрӗ хыҫҫӑнхи ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама паллӑ спортсменсем - Сергей Устюговпа Евгений Дементьев олимп чемпионӗсем те хутшӑнмалла. Ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм пирки хамӑрӑн кӑларӑмсенче каласа кӑтартӑпӑр. 

Леонид Петров, Вячеслав Ильин