Республикӑри спортсменсен ӑсталӑхне туптамалли тата ҫитӗнӳсем тумалли майсем йышланаҫҫӗ

"Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал олимп резервӗн ултӑ спорт шкулне ҫӗнӗ хатӗрсемпе тата тум-тирпе тивӗҫтерӗҫ. 

Патшалӑх пулӑшӑвне ҫывӑх вӑхӑтра 2-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш тата 8-мӗш спорт шкулӗсем тивӗҫмелле. Ку ырлӑха икӗ учреждени туйса илме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗри Трофимов ячӗпе хисепленекен 10-мӗш спорт шкулӗ. Кунта самбистсене хатӗрлеҫҫӗ. Паянхи кун вӑл чи пысӑккисенчен пӗри шутланать. Куллен пин ытла кӗрешекен ӑсталӑхне туптать. Вӗсен йышӗнче ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи сахал мар. Ахальтен мар пирӗн республика самбо енӗпе пысӑк класлӑ спортсменсене ҫитӗнтерекен регионсенчен пӗри шутланать. Юлашки ҫулсенче ку спорт тӗсӗ уйрӑмах вӑй илсе пырать. Кунта тренерсен ӑсталӑхӗпе пӗрлех пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатса пыни те витӗм кӳрет. Сӑмахран, кӑҫал "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӗрешекенсем валли кавирсем, гимнастика мачӗсем, манекенсем, мечӗксем, вӗренсем тата ытти хатӗр туяннӑ. 

Чӑваш Енре велосипед спорчӗ те аталанать. Унпа паянхи кун 1800 ытла ҫын кӑсӑкланать. Ку тӗлӗшпе профессиллӗ спортсменсене хатӗрлекен маунтинбайк шкулӗнче тӑрӑшса ӗҫленине палӑртмалла. Малашлӑха пӑхсах Валерий Ярды ячӗпе хисепленекен Олимп резервӗн 7-мӗш учрежденинче кӑҫал хальхи йышши велосипедсем туяннӑ. 

Ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртсе пынин усси куҫкӗрет. Вӗсем спортсменсене лайӑхрах хатӗрленме, ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем тума пулӑшаҫҫӗ. Ахальтен мар кӑҫал маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри 19 спортсмен кӗнӗ. Мӗн пур спорт тӗсӗпе вара ҫӗршыв командисенче 261 ҫын. Кун пек кӑтарту республикӑра иртнӗ 10 ҫулта пачах та пулман. 

 

Леонид Петров, Игорь Ульянов