Республикӑри спорт аэробикин федерацийӗ Президент гранчӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет

Чӑваш Енри спорт аэробикин Федерацийӗ республикӑри сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене чӗрӗк ӗмӗр ытла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫак тапхӑрта спортсменсем районсемпе хуласенче чылай проект пуҫарнӑ.

Ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе йӗркеленӗ ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ ҫӗршыв президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. Пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Оксана Дьячук пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак проектӑн тӗп тӗллевӗ - ытларах ҫынна спорта явӑҫтарасси. Куллен тӗрлӗ хускану туни шӑм-шака ҫирӗплетет, чир-чӗре ҫӗнтерме пулӑшать, кӑмӑл-туйӑма та ҫӗклет. Программа ҫур ҫуллӑха. Паллах, эпидемине пула ун йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ. Занятисене залра мар, уҫӑ сывлӑшра ирттереҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Вячеслав Ильин