Тупӑшусем Шупашкарти олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗнче иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва сывлӑх енчен хавшак 18 ҫултан аслӑрах спортсменсем хутшӑнчӗҫ. 22 ҫулти Александр Секач ушкӑнпа Пушкӑртстанран килнӗ. Самбопа вӑл мӗн ачаран туслӑ, тӗрлӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Самбист спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫлас тӗллевлӗ.
Александр Секач 100 ытла килоллисен ушкӑнӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Пурӗ вара 7 виҫе категорийӗнче наградӑсен 16 пуххине выляттарчӗҫ.
Чӑваш Ен чысне 3 спортсмен хӳтӗлерӗ. Вӗсем пурте медальлӗ пулчӗҫ. 57 килоллисен ушкӑнӗнче кӗмӗле - Николай Катков, бронзӑна Павел Степанов тивӗҫрӗ. Евгений Павлов вара 100 кило ытла таякансен ушкӑнӗнче 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Турнир Чӑваш Ен самбӑна аталантарссипе тӗп регионсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетрӗ. Ку спорт дисциплинӑна хӑнӑхтарать, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗрентет.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев








