Республикӑра Ял хӗрарӑмӗн кунне халалланӑ спартакиада иртрӗ

Регион Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Указӗпе юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗ республикӑра Ял хӗрарӑмӗн кунӗ. Паян ҫак уява Филармони залӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Унтах "Берегиня села" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче вара "Грация села" спартакиадӑн финалӗ иртрӗ. 

Эстафета, дартс, шашка вӑййи, волейбол, ГТО нормисене пурнӑҫласси. Шупашкар округӗнчи финал тапхӑрне киличчен тӗрлӗ тӑрӑхри хастар хӗрарӑмсем хӑйсем патӗнче ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Вырӑнта мала тухнисем халӗ республика шайӗнче ӑмӑртаҫҫӗ. 

Муниципалитетсенчи тапхӑрта та, республика шайӗнче те йӑла-йӗркене упракан тата чи ҫамрӑк спортсменсене уйрӑм номинацисенче чысларӗҫ. Аслӑ ӑрурисенчен вӗренмелли нумай. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи 80 ҫула ҫывхаракан Людмила Михуткина паян та ыттисемшӗн тӗлӗнмелле тӗслӗх. Ӗмӗр тӑршшӗпе физкультура вӗрентнӗ хӗрарӑм халӗ ветерансен ушкӑнӗпе Раҫҫейре, Беларуҫре иртекен ӑмӑртусене тухса ҫӳрет. 

"Грация села" спартакиадӑри ГТО эстафетинче 3-мӗш вырӑна патӑрьелсем тухрӗҫ, 2-мӗш вырӑнта - ҫӗрпӳсем, чи пысӑк паллӑ пухакансем Шупашкар округӗн ушкӑнӗ пулчӗ. Спортӑн ытти тӗсӗнче те тупӑшусем хӗрӳ иртрӗҫ. 

Кӑҫал пӗрремӗш хут иртнӗ спорт уявӗн малтанхи тапхӑрне 3 пине яхӑн хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республикӑри ашшӗсен пӗрлешӗвӗн те этемлӗхӗн черчен ҫурринчен юлмасӑр хӑйсен фестивальне йӗркелес шухӑшӗ пур. 

 


 Алиса Александрова, Виктор Степанов.