Республикӑра пӗрремӗш хут йытӑ кӳлсе ӑмӑртакансен тупӑшӑвӗ иртрӗ

Хӑйнеевӗрлӗ уяв Атӑл леш енчи Сосновка ҫывӑхӗнче хӑна пухрӗ. Йытӑ кӳлнӗ ҫунашка ҫинче манӑн ӗҫтеш Алексей Енейкин тӑрса курчӗ.

Йытӑсем ӑмӑртма вӑхӑт ҫитессе кӗтсе вӗрнӗ хушӑрах хӑш-пӗр хураҫкасем чӑтӑмсӑррӑн улаҫҫӗ. Хуҫисен кӑмӑлне туйса вӗсем те ҫӗнтерӳшӗн пулни тӳрех курӑнать. Тупӑшӑва хутшӑнакансем Чӑваш Ене тӗрлӗ хуларан килсе ҫитнӗ: Чӗмпӗр, Хусан, Дзержинск, Зеленодольск, Чулхула тата ытти ҫӗртен те. 4 ураллӑ спортсменсем валли 5 ҫухрӑм та 300 метрлӑ трасса хатӗрленӗ. Кун евӗр ӑмӑртӑва пуҫласа хутшӑнакансен вара 3 пин те 200 ҫухрӑма парӑнтармалла. Хуҫисем ҫунашка хыҫӗнче тӑрса пыраҫҫӗ.

 Алексей Енейкин, Владимир Егоров