Республикӑра "Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр" Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн фестивалӗ иртрӗ

Пӗрремӗш хут вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене пӗрле пуҫтарчӗ. ГТО нормисене пурнӑҫлакансен йышӗнче пирӗн телерадиокомпанире тӑрӑшакансем те пулчӗҫ.

ГТО фестивальне республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен 100 ытла ҫын пухӑнчӗ. Пирӗн телерадиокомпани чысне Алексей Енейкин, Вероника Павлова, Александр Отяков корреспондентсем, коммерци пайӗнчи менеджер Альбина Васильева хӳтӗлерӗҫ. 

Светлана Чикмякова Вӑрнар районӗн "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Журналист ӗҫӗ ҫӑмӑл мар, ҫавӑнпа спортпа туслӑ пулни пулӑшу кӳрет, тесе шухӑшлать вӑл.

Эльвира Анисимова Йӗпреҫ районӗн "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатӑн редакторӗнче ӗҫлет. Спортпа туслӑ пулнӑран ГТО нормисене пурнӑҫлама ӑна йывӑр пулмарӗ. 

ГТО вӑййисем тӗрлӗ ҫулти спортсменсене пӗрлештереҫҫӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем тӗрлӗ хӑнӑхтарусем туса хӑйсен вӑйне ҫирӗплетрӗҫ. ГТО комплексӗ "Демографи" наци проекчӗн уйрӑлми пайӗ шутланать. Тӗп тӗллевӗ - 2030-мӗш ҫулччен ҫӗршыври мӗн пур халӑхӑн 70 процентне спортпа туслисен шутне ҫитересси. Пирӗн республикӑра ҫитес виҫӗ ҫулта ГТО нормисене пурнӑҫламалли тата 14 лаптӑк уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӗсене, тӗпрен илсен, шкулсем ҫывӑхӗнче йӗркелӗҫ,- терӗ фестивале пухӑннисене саламланӑ май Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Тӗрлӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн 1-мӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти "Грани" хаҫат, иккӗмӗш вырӑна "Советская Чувашия" хаҫат редакцийӗсенче ӗҫлекенсем тухрӗҫ. Пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашкине пирӗн телерадиокомпани ушкӑнӗ йышӑнчӗ. 

Надежда Александрова, Дарья Петрова, Игорь Ульянов