Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче 5-мӗш хут хӑна пухрӗ. Ҫулсерен унӑн калӑпӑшӗпе пӗрлех пӗлтерӗшӗ те ӳссе пырать. Турнира муниципалитетӑн хисеплӗ гражданинӗ, Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралса ӳснӗ Владимир Алексеев йӗркелет.
Турнира чӑннипех те уяв теме пулать. Кунта Чӑваш Енри ял-хуласемсӗр пуҫне Хусантан, Чӗмпӗртен тата ытти тӑрӑхран пурӗ 200 ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ килсе ҫитнӗ. Нумайӑшӗ тӗрлӗ ӑмӑртура ҫитӗнӳсем кӑтартнӑ.
Ҫамрӑксен кӗрешӳ ӑсталӑхӗпе паллашнипе пӗрлех турнира килсе ҫитнӗ хисеплӗ хӑнасене Ҫӗрпел ялӗнчи ҫӗнетнӗ культура ҫурчӗпе паллаштарчӗҫ. Кунти хӑтлӑ вулавӑш ҫӗнӗ йышши хатӗрсемпе пуянланнӑ. Ҫак залра вара чӑн-чӑн ӳнер галерейи вырнаҫнӑ. Ял-йыш вӑрҫӑра пулнӑ кашни салтакӑн сӑнӳкерчӗкне типтерлӗн упраса астӑвӑм стени тунӑ. Портретсене хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ ӳнерҫӗсем ҫырнӑ пулнӑ. Ҫар ҫыннисем культура ҫурчӗ ҫумӗнчи асӑну комплексӗнче те пулчӗҫ. Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсене аса илсе палӑк умне чечексем хучӗҫ.
Кӗрешӳ турнирӗ вара каҫченех пычӗ. Залра ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ май спортпа патриотла ӗҫре хастарлӑхпа палӑрнисене те тав хучӗсемпе, кубоксемпе чысларӗҫ.
Алексей Енейкин








