Пӗрремӗш хут Олимп вӑййисене Чӑваш Енри икӗ гимнаст хутшӑннӑ: тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем Владислав Поляшовпа Елена Герасимова. Ҫавӑн пекех ҫӗршыв чысне ирӗклӗ майпа кӗрешекен Сергей Козырев тата шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен Анжелика Сидорова хӳтӗленӗ. Ҫӑмӑл атлет Токиоран кӗмӗл медальпе таврӑннӑ. Паралимп вӑййисене Чӑваш Енрен 5 спортсмен кайнӑ. Вӗсен йышӗнче Раҫҫей спорт мастерӗ, Лондонри Паралимп вӑййисен 3 хут чемпионӗ Елена Иванова. Вӑл чупса кӗмӗл медале тивӗҫме пултарнӑ. Пӗрремӗш хут программӑра парабадминтон пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен ҫӗршыв чемпионӗ, пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫипе призерӗ Татьяна Гуреева хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Сергей Бирюковпа Денис Гавриловшӑн та Токиори вӑйӑсем пӗрремӗш пулнӑ. Денис Гаврилова ӑмӑртура Раҫҫей спорт мастерӗ, 2008-мӗш ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Сергей Иванов пулӑшса пынӑ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов