Республика чысне ҫӳле ҫӗкленисенчен юлмалла мар

Патӑрьел районӗнче тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Александра Деверинская парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртрӗ. 

Хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарса ҫитӗнӳ ҫулӗпе малтан-мала утнӑ ентешне ҫамрӑксем тӗслӗх вырӑнне хураҫҫӗ. Кӑҫалхипе 27-мӗш хут йӗркеленӗ уява Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен те спортсменсем килсе ҫитрӗҫ. Хальхинче ӑмӑртӑва пурӗ 200 ытла ҫын хутшӑнчӗ. 12 ҫулти атлетсенчен пуҫласа 60-тан иртнисем таран. Ӑмӑртура 300, 500, 1000 метрлӑ дистанцие чупса ӑмӑртрӗҫ, чи хастаррисем 3 ҫухрӑма та ҫӑмӑллӑнах парӑнтарчӗҫ. Кашни ӳсӗмре ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса Александра Деверинская хатӗрленӗ паха парнесемпе, медальсемпе, дипломсемпе чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Иван Макеев