Регионсенчи коррекциллӗ шкулсенче сӗтелҫи теннисне аталантармалла

20 регионтан 110 хутшӑнакан. Чӑваш Енре ӑс-тӑн енчен хавшак спортсменсем хушшинче сӗтел ҫинчи теннис енӗпе Раҫҫей чемпионачӗпе первенстви пуҫланчӗ. 

Чӑваш ҫӗрӗ сӗтелҫи теннис енӗпе ҫакнашкал шайри ӑмӑртӑва иккӗмӗш хут йышӑнать. 4 кун пыракан тупӑшура медальсен 17 комплектне выляттарӗҫ. Республика чысне чемпионатра 10 спортсмен хӳтӗлет. Вӗсенчен ытларахӑшӗ 18 ҫултисен тата аслӑраххисен ушкӑнӗнче вӑй виҫӗ. Уйрӑмах Анна Беловапа Анастасия Яковлева ҫитӗнӳсем тӑвасса кӗтеҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Анна Беловапа Анастасия Яковлева иртнӗ чемпионатра мӑшӑрлӑ ӑмӑртса ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗччӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗнче шайӗнчи турнирсенче те палӑрнӑ. 

Ку чемпионат спорт сезонӗнчи пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусенчен пӗри шутланать. Ун кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсемшӗн ҫӗртме уйӑхӗнче пулакан тӗнче чемпионатне хутшӑнма алӑк уҫӑлать. Ӑс-тӑн енчен хавшак ачасен спорт федерацийӗ кӑҫал ҫӗршывра анлӑ проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Раҫҫей президенчӗн гранчӗпе килӗшӳллӗн регионсенчи коррекциллӗ шкулсенче сӗтелҫи теннисне аталантармалла. Вӑл шутра пирӗн республикӑра та. 

Леонид Петров, Денис Афанасьев