Регбол енӗпе Чӑваш Ен Кубокне выляттарчӗҫ

Унта хӑйсен ӑсталӑхне республикӑри "Вольник" ушкӑнри спортсменсем ҫирӗплетрӗҫ. 

Уҫӑ турнирта хамӑр регионти виҫӗ команда - "Вольник", "Барсы", "Медведь Максимум" тата Чӗмпӗрти "Спарта" ушкӑнсем тупӑшрӗҫ. Ку ӑмӑрту хӑйне май Раҫҫей чемпионатне хатӗрленни, тесе хакларӗҫ йӗркелӳҫӗсем. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командине икӗ ушкӑна уйӑрнӑ. "Вольник" чысне ҫамрӑксем хӳтӗлерӗҫ, "Барсы" ятпа ветерансем ӑмӑртрӗҫ. Шӑпах пирӗн опытлӑ атлетсем Чӗмпӗрти "Спартӑна" 23:6 шутпа парӑнтарса бронза хуҫисем пулчӗҫ. "Вольник" вара финалта Вӑрнарти "Медведь Максимум" ушкӑна ҫӗнтерсе тӗп Кубока тивӗҫрӗ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин