Пысӑк ӑмӑрту умӗн вӑя тӗрӗслени

Ҫитес канмалли кунсенче Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Чӑваш Ен спортсменӗсем халӗ хӗрсех ҫав ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсем тӗрӗслев стартне тухрӗҫ.

Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Олимп резервӗн шкулӗнче 665 ҫын шутланнӑ. Чемпионатра тата Чӑваш Енре мала тухассишӗн арҫынсемпе хӗрарӑмсен 4 ӳсӗм ушкӑнӗнче 39 хӑвӑрт утакан тупӑшрӗ. Пилӗк ҫухрӑм тӑршшӗнче ӑмӑртса арҫынсем хушшинче Канаш районӗнчен килнӗ Валерий Шемяков ҫӗнтерчӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче пилӗк ҫухрӑма Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен килнӗ Марина Ефремова чи малтан утса тухрӗ. Хӑвӑрт утакансемсӗр пуҫне, ӑмӑртура тата 27 тӗрлӗ спорт енӗпе вӑй виҫрӗҫ. Чупакансем хушшинче Шупашкарти Олимп резервӗн училищинчен вӗренсе тухнӑ Вӑрмар ачи Даниил Дмитриев республика чемпионӗ пулса тӑчӗ.

Марина Карягина, Вячеслав Ильин