Ҫӗнӗ стадион кунти Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗн шутланать. Вӑл 60 метр тӑршшӗ, сарлакӑшӗ - 30 метр. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫак объект пур ӑрушӑн та кирлӗ вырӑн пулнине палӑртрӗ. Уйрӑмах ҫамрӑксене спортпа туслӑ пулма хавхалантарӗ, терӗ.
Олег Николаев спорт шкулӗн директорне Алина Васильевана "Ҫавал" стадион уҫӑлнипе саламласа символла уҫӑ тата футбол уйне пӑхса-тирпейлесе тӑма ятарлӑ трактор туянма 600 пин тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи спортпа туслӑ ачасем те парнене тивӗҫрӗҫ. Вӗсене Олег Николаев "Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр" ылтӑн паллӑсемпе удостоверени пачӗ.
Хӑнасем стадиона пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Кунта кӗлеткене ҫирӗплетме тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех спорта кӑмӑллакансем волейболпа баскетбол выляма пултараҫҫӗ. Тӑршшӗне сикмелли вырӑн та пур.
Турхансем хӑйсем патӗнче ҫакнашкал спорт лаптӑкӗ хута кайнипе хӗпӗртеҫҫӗ. Халӗ вӑл яла илем кӳрсе тӑрать. Ӑна ял ҫыннисем тирпейлӗхре тытса тӑрас тӗллевлӗ.
Стадионта малашне тренировкӑсем тата тӗрлӗ шайри ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Чӑваш Правительстви муниципалитетсенче хальхи йышши спорт объекчӗсем тӑвассипе малашне те ӗҫлӗ. Ҫитес вӑхӑтра Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫакнашкал уй хута каймалла.
Алена Артемкина