Пĕри тепринчен çивĕчрех те хăвăртрах

Етĕрне тăрăхĕнчи ипподромра юртă лашасен йăлана кĕнĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Чăваш Ен Кубокне хальхинче те Зов Предков РМ ăйăр тивĕçрĕ. 

Ут кӳлсе ӑмӑртакансем Етӗрне тӑрӑхне тӑххӑрмӗш хут пухӑнчӗҫ. Чапаев ячӗллӗ ӑратлӑ лашасен завочӗ йӗркелекен тупӑшу ҫулран ҫул анлӑрах та сумлӑрах иртет. Ҫакна уява ҫитнӗ хӑнасем те палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Кубокне хутшӑнма кӑҫал 16 спортсмен тата 18 урхамах тивӗҫ пулнӑ. Куракансен йышӗ вара нихҫанхинчен пысӑк - 35 пине яхӑн ҫын. Мӗн каҫченех вӗсем эстрада, рок артисчӗсен пултарулӑхӗпе киленме пултарчӗҫ, ачасем валли аттракционсем ӗҫлерӗҫ. Ҫапах чи илӗртӳлли, кӑсӑкли - лашасен чупӑвӗ, ӑна пурте куҫ пек кӗтрӗҫ. Кӑҫал парне фончӗ миллион ҫурӑ тенкӗпе танлашнӑ.

Урхамахсем старта тухма хатӗр тӑраҫҫӗ. Хӑйсене лӑпкӑ тытаҫҫӗ пулин те - чунӗнче вӗсем те ҫынсем пекех пӑшӑрханаҫҫӗ пулӗ. Етӗрне тӑрӑхӗнчи лаша заводӗнче кун ҫути курнӑ Зов Предков РМ ӑйӑр ҫак ӑмӑртура хальччен икӗ хутчен ҫӗнтернӗ. Кӑҫал та ҫитӗнӳ тӑвасса шанатпӑр, - тет Валерий Краснов. 

Суйлав тапхӑрӗнче пин те 600 метрлӑ дистанцире 4 чупу йӗркелерӗҫ. Александр Попов Полимер урхамахӗпе ку ӑмӑртӑва пуҫласа хутшӑнать. Кӑҫал вӑл Елчӗкри акатуйра ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн тупӑшса пӑхнӑ. Старта ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа тухатпӑр, хатӗрлентӗмӗр, - тет Александр. Анчах ӑнӑҫу хальхинче Полимер майлӑ пулмарӗ. 

Чупусем пӗринчен тепри хӗрӳ иртрӗҫ. Ылтӑншӑн кӗрешме ирӗк ҫӗнсе илессишӗн Артемида Виннер кӗсрепе Зов Предков РМ ӑйӑр тупӑшрӗҫ. Ипподром рекордне те ҫӗнетрӗҫ урхамахсем. Финиша пӗрремӗш Артемида Виннер тилхепине тытса пыракан Эдуард Большаков ҫитрӗ. Вӑл Тутарстан чысне хӳтӗлет. Валерий Краснов Зов Предков РМ лашипе ӑна пӗрре ҫӗрмӗш ҫеккунт выляса ячӗ. Янаварӗ умри сулахай уринчи таканне ҫухатни пӗрремӗш пулма чӑрмантарчӗ ӑна. Ҫапах финалта, унта 2 пин те 400 метр парӑнтармалла пулчӗ, унран никам та иртеймерӗ. 

Зов Предков РМ виҫҫӗмӗш хут Чӑваш Енӗн ылтӑн Кубокне тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫе 500 пин тенкӗ парса хавхалантарчӗҫ. 

Кӗмӗл Кубок - Тутарстан республикинче. Ӑна Эдуард Большаков маҫтӑр Гриф Мар урхамахӗпе ҫӗнсе илчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Дуфон ӑйӑрӗпе Пушкӑртстанри Ильшат Махмутов йышӑнчӗ. 

 

Екатерина Фомина, Вячеслав Ильин