Пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацийӗн тӗсӗпе ӑсталӑхне туптакансем ҫулталӑка пӗтӗмлетсе тупӑшу йӗркелерӗҫ

Уҫӑ турнирта вӗсене малтанах Хӗл Мучипе Юр пике саламларӗҫ. 

4-5 ҫулти каратистсем тайкиоку, шодан хӑнӑхтарусене пурнӑҫларӗҫ. Ҫак ӳсӗмри спортсменсен йышӗнче Ҫӗмӗрле хӗрачи Анна Леонтьева палӑрчӗ. 5-ри хӗрача ӑнӑҫлӑ экзамен тытса сарӑ пиҫиххи ҫыхса ҫӳреме тивӗҫ пулчӗ. Турнира хаклӑ хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ летчикӗ Рашид Гильманов. Вӑл 73 ҫулта пулнине пӑхмасӑр паян кун та каратэпе туслӑ. Республикӑра та ҫак спорт тӗсӗ вӑй илсе пырать. 

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи турнирта пурӗ 9 ушкӑнра наградӑсен 120 комплектне выляттарчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, ыттисене вара пурне те сертификатсем парса хавхалантарчӗҫ. Ҫулталӑкри пӗтӗмлетӳ малашне тата пысӑкрах тӗллевсем лартма хистет.

Леонид Петров, Вячеслав Ильин