Кунӗ ырӑ, старта тухма хатӗрлекенсен кӑмӑлӗ ҫӗкленӳллӗ, ӑмӑртӑва хак пама килнӗ спортсмен-тӳресем - ачасемшӗн чӑн тӗслӗх вырӑнӗнче. Ҫитӗнекен ӑрӑва, хӑйсен пурнӑҫне спортпа ҫыхӑнтарас тӗллевлисене хӑвӑрт утассипе Тӗнче чемпионӗ, Барселонӑри Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ, Атлантӑри Олимп вӑййисен чемпионӗ Елена Николаева, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Анатолий Николаев тата ытти хӑнасем ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Шупашкар хулинчен, Элӗк, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ хастарсем "Хӗлхем" спорт шкулӗн стадионӗнче тӗл пулчӗҫ. Тӗрлӗ ӳсӗмри хӑвӑрт утакансен пин, 2 пин, 3 пин метр инҫӗшне парӑнтармалла пулчӗ. Малтан, паллах, профессионалсен сӗнӳ-канашне итлерӗҫ, йӗркесене аса илчӗҫ. Старта пӗрремӗш тухакансем 11 ҫулчченхи хӗрачасем пулчӗҫ. Пӗр ҫухрӑм утакансем хушшинче Ангелина Пшанкова тӳрех палӑрса ыттисене самай хыҫа хӑварчӗ. 5 минут та 25 ҫеккунт кӑтартупа танташӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ пулни хӑех пӗчӗк ҫӗнтерӳ теҫҫӗ те ҫамрӑк спортсменсем пурпӗр финиша чи малтан ҫитме талпӑнчӗҫ. Хутшӑннисене пурне те сертификатсем пачӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе пӗрлех Анатолий Филиппов парнисемпе чысларӗҫ. Йӑла тӑрӑх, кун пек спорт уявне кашни ҫулах пӗр-пӗр паллӑ спортсмен ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра ирттереҫҫӗ. Ачасене ҫакӑ спортра палӑртнӑ тӗллевӗсем патне ҫитме ҫул уҫса пырать, ӑсталӑхне татах та туптама май парать.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов