Пӗтӗм пурнӑҫне спорта халалланӑ

Ҫавӑн пекех Физкультурниксен кунӗ пулчӗ. Ӑна ҫурла уйӑхӗнче кашни иккӗмӗш шӑматкун паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май Оперӑпа балет театрӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Уяв умӗн вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑри спорт тытӑмӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене патшалӑх наградисем парса чысларӗ. 

Правительство ҫуртне республикӑри физкультурӑпа спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисем пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене хӑйсен ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑшӑн тав турӗ. Спортпа тата сывӑ пурнӑҫ йӗркипе ытларах та ытларах ҫын туслашнинче те кашнин тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ. Сумлӑ наградӑсем вара малашне те парӑннӑ ӗҫре тӑрӑшма хавхалантарассине каларӗ. Ҫак кун Раҫҫей спорт министерствин тав ҫырӑвне 18 ҫын тивӗҫрӗ. Вӑл шутра йӗлтӗр спорчӗ енӗпе СССР спорт мастерӗ Михаил Романов. Вӑл чылай ҫул Муркаш тӑрӑхӗнче спортпа физкультура ӗҫне тухӑҫлӑ аталантарнӑ. 

Тивӗҫлӗ канура пулин те физкультура ветеранӗсем спорта пӑрахмаҫҫӗ. Тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнаҫҫӗ, сывлӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. 

Уявра ҫавӑн пекех сумлӑ ята тивӗҫнисем пулчӗҫ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн "Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн инструкторне Владимир Зайцева тата Канаш тӑрӑхӗнчи Геннадий Смирнов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорне Евгений Смирнова парса чысларӗҫ. Унсӑр пуҫне темиҫе ҫын Раҫҫей спорт министерствин тав ҫырӑвне тивӗҫрӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Нагоркин, Екатерина Янгалакова