Пӗлтерӗшлӗ турнира хутшӑнма Раҫҫей делегацийӗ те йыхрав илнӗ

Пхеньян хулинче Пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ кӗрешӳ тӗсӗсен 9-мӗш вӑййисен ҫулӑмне ҫутрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫа Ай-Эм-Джи-Си ӗҫ тӑвакан комитет пайташӗ, Пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацийӗн президенчӗ Вячеслав Тимофеев хутшӑнчӗ.

Кӗрешӳ спортне аталантарас текенсем 70 ытла ҫӗршывран ҫитнӗ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери форума епле хатӗрленнине сӳтсе явнӑ. Вӑл кӑҫал чӳк уйӑхӗнче Ташкент хулинче пулать. Сӑмах май, Тӗрлӗ кӗрешӳ тӗсӗсен 9-мӗш вӑййи Шупашкарта 2020-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче иртмелле пулнӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн тӗп хули 2019-мӗш ҫулта ҫӗнсе илнӗ. Анчах пандеми ура хунӑ. Халӗ вара 4 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫак вӑйӑсен ҫулӑмне Ҫурҫӗр Корейӑн тӗп хулинче ҫутнӑ. Ӑна Узбекистана илсе ҫитерӗҫ. Пӗлтерӗшлӗ турнир Ташкентра чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫланать. Унта хутшӑнма Раҫҫей делегацийӗ те йыхрав илнӗ.

Диана Иванова, Вячеслав Ильин