Пурӗ тупӑшӑва республикӑран тата юнашарти 4 регионтан 120 ытла спортсмен килсе ҫитнӗ. Муркаш округӗн чысне 40 кӗрешӳҫӗ хӳтӗлерӗ. Кавир ҫине тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем тухрӗҫ. Спорт уявне пухӑннӑ хӑнасем турнир сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене тата паттӑрсен ятне сума сӑвакансене пӗрлештерекен пулӑм пулнине палӑртрӗҫ.
Турнира "Раҫҫей спорчӗ" патшалӑх программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - паттӑрсен ятне упраса хӑварасси, вӗсен тӗслӗхӗсемпе ҫитӗнӗкен ӑрӑва паллаштарасси тата ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах ҫамрӑка явӑҫтарасси.
Ҫамрӑк спортсменсем мала тухассишӗн тӗрлӗ ӳсӗмре вӑй виҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе кубоксем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Иван Макеев








