Елчӗкри "Улӑп" спорт керменӗ Николай Петрова лайӑх ас тӑвать. Ҫар операцийӗн паттӑрӗ спортпа туслӑ пулнӑ май кунта час-часах хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кире пуканне йӑтассинче те вӑл хӑй пек ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ, тупӑшусенче ҫӗнтерӳсемпе палӑрнӑ. Йывӑр вӑхӑтра ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑрсан та Николай Алексеевич малалла кӑна талпӑннӑ.
Николай Петровӑн пурнӑҫӗ 2023-мӗш ҫулта татӑлнӑ. Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн вӑл вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулах елчӗксем салтак ячӗпе кире пуканӗн турнирне йӗркелесе янӑ. Кӑҫалхипе ӑмӑрту 4-мӗш хут иртрӗ.
Кӑҫал турнира пуҫласа ытти муниципалитетри ҫамрӑксем те хутшӑнчӗҫ. Спортсменсем кӳршӗллӗ Патӑрьел тата Канашпа Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ. Ҫывӑхри шкулсенчен вара кире пуканӗ йӑтакансем пысӑк ушкӑнсемпех килнӗ.
Ӑмӑртура пурӗ ҫӗр ытла ҫамрӑк вӑй виҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятлӑ-сумлӑ спортсменсем медаль-диплом тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Алексей Енейкин








