Вӗсем пурте ҫак тӑрӑхран. Ку ӑмӑртӑва хӑй вӑхӑтӗнче Аслӑ Чемен территори уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ Станислав Капитонов пуҫарнӑ. Станислав Васильевич хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ хыҫҫӑн та ял хастарӗсем ку ӗҫе пӑрахман. Шел пулин те, халӗ ку турнир унӑн ячӗпе те иртет. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлама ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те килсе ҫитрӗҫ. Ҫитӗнекен ӑрӑва вӑйлӑ та хастар пулма сунчӗҫ хӑнасем.
Кӑҫал турнира хамӑр республикӑран кӑна мар, Чӗмпӗр хулинчен те килсе ҫитнӗ ачасем. Хӗрӳ тупӑшура тӗп кубока Елчӗкри "Ретро" команда ҫӗнсе илчӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи "Бикшикташ" ушкӑн иккӗмӗш пулчӗ. 3-мӗш вырӑна вара йӗпреҫсем тухрӗҫ. Унсӑр пуҫне турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх чи лайӑх вылякансене уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Ҫамрӑк спортсменсене тата курма килекенсене вӗри шӳрпепе, чейпе сӑйларӗҫ. Мала тухнӑ ушкӑнсене вара дипломсемпе медальсем, асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Олег Цыпленков








