Шӑнкӑртамсем кун пек пысӑк парне пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Раҫҫейри чи пысӑк тутар ялӗ шутланакан салара 5 пин те 800 ытла ҫын пурӑнать. Вӑл шутра 800 ача. Уйрӑм спорт комплексӗ пулманран, пулас чемпионсемпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен вӑтам шкулсен спорт залӗсене ҫӳреме тивет. Паллах, вӗсенче майсем ҫителӗксӗр, пурне те йышӑнаймаҫҫӗ. Спорт керменне хута ярсан вара ҫак ыйту ҫийӗнчех татӑлӗ.
Физкультурӑпа спорт комплексне хӑпартма республика пулӑшать. Подряд организациӗ ӗҫе иртнӗ ҫул нарӑс уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Капмар ҫурт 3 пине яхӑн тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Комплексра кӗрешӳ, аэробика, тренажер, вӑйӑ залӗсем тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ.
Строительсем ҫурта тӑрӑ витсе унӑн тулаш енне хӑтлӑлатса ҫитернӗ те ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех шыв, канализаци, газ, вентиляци тытӑмӗсем хатӗр. Каяш шывӗсене пухмалли тата пушара хирӗҫ кӗрешмелли резервуарсем вырнаҫтарнӑ. Физкультурӑпа сывлӑх комплексне ӑшӑпа тивӗҫтерме ятарласа уйрӑм котельнӑй хӑпартнӑ. Хальхи вӑхӑтра рабочисем шалта ӗҫлеҫҫӗ, ӑшӑ пӑрӑхӗсене сыпӑнтараҫҫӗ, стенасене штукатурка туса шуратнӑ. Спорт залӗнче урай сарма бетон ярса никӗсне хатӗрленӗ. Урамра та тирпей-илем кӗртес ӗҫ хӗрсе пырать. Килӗшӳ тӑрӑх объекта чӳк уйӑхӗнче туса пӗтермелле.
Леонид Петров








