Патӑрьел тӑрӑхӗнче Михаил Петрова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем тупӑшрӗҫ

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче "Малалла" тата "Первомайск" колхоз председателӗнче 20 ҫул ытла вӑй хунӑ Михаил Петрова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе спортсменсем виҫҫӗмӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. 

Пурӑннӑ пулсан Михаил Владимирович кӑҫал 66 ҫул тултарӗччӗ. Шел пулин те, пилӗк ҫул каялла вӑл пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Михаил Петров Пӑлаҫи Атӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаранах колхозра ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ. Шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх институтӗнче инженер-механик специальноҫне алла илсен тӑван тӑрӑхах таврӑннӑ. Трактористра, бригадирта, "Авангард" хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ. 1995-мӗш ҫултан "Малалла", 2001-мӗш ҫултан вара "Первомайск" колхозсен председателӗнче ырми-канми вӑй хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах район депутачӗсен пухӑвне ертсе пынӑ, Патӑрьел район пуҫлӑхӗ те пулнӑ. 

Михаил Владимирович мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе спортпа туслӑ пулнӑ. Шкулта вӗренӗ чухне, студент вӑхӑтӗнче, ҫарта та ирӗклӗ майпа кӗрешес ӑсталӑхне туптанӑ, тренерта та тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх тилхепине тытса пынӑ чухне те тӑван ялӗнче ҫулсерен спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркеленӗ. Мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫамрӑксене, тренерсене пулӑшнӑ, хавхалантарнӑ. 

Кӑҫалхи турнира 70 яхӑн спортсмен хутшӑнчӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи кӗрешӳҫӗсемсӗр пуҫне Улатӑр, Вӑрнар округӗсенчи тата Тутарстан республикинчи ҫамрӑксем кавир ҫине тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене асӑнмалӑх парнесем, дипломсемпе медальсем тата кубоксем парса хавхалантарчӗҫ. 

Пуҫтарӑннисем Михаил Владимировичӑн ырӑ ятне тата унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсене аса илнӗ май, ҫак турнира малалла та йӗркелеме, унӑн шайне ӳстерсе пыма шантарчӗҫ. 

Оксана Верликова, Иван Макеев