Патӑрьел районӗнчи Треньелте уҫӑ тӳпе айӗнчи физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс уҫӑлчӗ

Ку тӑрӑхран сахал мар паллӑ спортсмен тухнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявра тава тивӗҫлӗ тренерсене, сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн тӑрӑшакан физкультура ӗҫченӗсене, спорт ветеранӗсене чысларӗҫ, тӗрлӗ ӑмӑрту ирттерчӗҫ. 

Спорта юратакан Треньелте ҫакӑн пек комплекс уҫӑлни таврари ялсемшӗн чӑннипех пысӑк уяв тата малалла ӑнтӑлма хистекен тӗслӗх. Уҫӑ тӳпе айӗнче футболла, баскетболла, волейболла выляма, чупса ӑмӑртма, тренажёрсемпе хул-ҫурӑма пиҫӗхтерме мӗнпур май пур. Пысӑк спортра пӗрремӗш утӑм тӑвакансемпе вӗсен вӗренекенӗсем "Эпир кун пек аслӑ стадион пирки ӗмӗтленме те пултарайман", теҫҫӗ. Спорт комплексне "Демографи" наци проекчӗн "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци программипе килӗшӳллӗн тунӑ. Хальлӗхе пурнӑҫа кӗрсе пӗтеймен тӗллевсем те пур-ха. Район администрацийӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ҫумӑртан тата хӗрӳ хӗвелтен хӳтӗленме куракансем валли тӑрӑ витесшӗн, ҫутӑ кӗртесшӗн, тум улӑштармалли пӳлӗмсем те кирлӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков