Сумлӑ ентешӗн ячӗпе йӗркелекен республика шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика кроссне хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал та старта шкул ачисенчен пуҫласа ветерансем таранах тухрӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакан ҫӑмӑл атлетсенчен чи асли - 75 ҫулта. Пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен мала тухассишӗн ӑмӑртрӗҫ. Вӗсем ӳсӗмне кура 500 метртан пуҫласа 3 ҫухрӑм таран парӑнтарчӗҫ.
Елена Дмитриева, Иван Макеев