Паралимп чемпионӗ пулма ӗмӗтленет

Шупашкарти 12 ҫулти Кирилл Александров алӑсемсӗр пулсан та спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. 

Кирилл ҫуралмах сусӑр ҫуралнӑ. Апла пулин те ҫакӑ ӑна тулли пурнӑҫпа пурӑнма, спортпа туслӑ пулма пӗрре те чӑрмав мар. 3 ҫулта чухне ашшӗ-амӑшӗ арҫын ачана ишекенсен секцине янӑ. Кирилӑн пуласлӑхне Татьяна Анисимова тренер пысӑк витӗм кӳнӗ. Шӑпах вӑл пӗчӗк спортсменӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ пулнӑ. 2019-мӗш ҫулта 5-мӗш гимназине вӗренме куҫнӑранпа вара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Алексей Никитин патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Алексей Никитин Кирилӑн ишев техникине аталантарать. Кӗлӗтке шывра тӗрӗс пулни пирӗн тӗслӗхре уйрӑмах пӗлтерешлӗ, тет вӑл. Арҫын ача тренировкӑна эрнере 5 хут ҫӳрет. Кашнинче 2 ҫухрӑма яхӑн ишет. Вӑл Паралимп вӑййисен чемпионӗ пулма ӗмӗтленет. Ҫавӑнпа та ҫав тери тӑрӑшать. Игорь Плотников Раҫҫей ишевҫи, паралимпиец вара уншӑн тӗслӗх. Ҫавӑн пекех Кирилл тӑтӑшах Краснодар тӑрӑхӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Дубровин патӗнче вӗренет. 

Кирилл пӗрре мар Раҫҫейри ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Нумай пулмасть вӑл Дзержинск хулинчен ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Унта Кирилл харӑсах 4 пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей первенствине хатӗрленет. Турнир чӳк уйӑхӗнче Мускав облаҫӗнче иртет.

Диана Иванова, Вадим Владимиров