Наци спорчӗн сумӗ те, пӗлтерӗшӗ те ӳснӗ

Етӗрне тӑрӑхӗнче Республика кунне уявланӑ май наци кӗрешӗвӗ енӗпе Кубок выляттарчӗҫ. Тупӑшу "Присурье" спорт шкулӗнче иртрӗ.

Паянхи куна республикӑра 500 ытла ҫын чӑваш наци кӗрешӗвӗпе ӑсталӑхне туптать. Ку спорт тӗсӗ - халӑхӑн авалтанах пыракан йӑли-йӗрки. Унӑн пӗлтерӗшӗпе сумне 2023-мӗш ҫулта наци кӗрешӗвӗсен Пӗтӗм Тӗнчери пӗрремӗш вӑййисен программине кӗртни те ҫирӗплетет. Ҫавна май ку спортпа кӑсӑкланакансен шучӗ те ӳссе пырать. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Республика Пуҫлӑхӗ ячӗпе Физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров саламларӗ. 

Евгений Абрамов 2-мӗш класранах спортпа туслӑ. Малтан вӑл ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ӑсталӑхне туптанӑ. Халӗ чӑваш кӗрешӗвӗпе хатӗрленет. Спортсмен 2 ҫул каялла Шупашкарта иртнӗ сумлӑ турнирта ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Ку тупӑшура та ӑна парӑнтараканни пулмарӗ. 

Мӗн ӗлӗкренех чӑваш пӑхаттирӗсем хӑйсен вӑй-хӑватне кӑтартнӑ. Ҫавна май наци кӗрешӗвӗ - республика пуянлӑхӗ шутланать. Регионта паянхи кун ӑна аталантарса пырас енӗпе тимлеҫҫӗ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене 7 виҫе ушкӑнӗнче палӑртрӗҫ. Мала тухакансем кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 5-12-мӗшсенче республикӑра иртекен наци кӗрешӗвӗсен Пӗтӗм Тӗнчери иккӗмӗш вӑййисене хутшӑнӗҫ. 

Мала тухнӑ кӗрешӳҫӗсене медальсемпе дипломсем тата асӑнмалах парнесем парса хавхалантарчӗҫ. "Чи вӑйлӑ ушкӑн" ята вара Елчӗк команди тивӗҫрӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе тӗп парне така пулчӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов