Кӗрешӳ - чӑваш халӑхӗн спорт тӗсӗсенчен пӗри. Паттӑрсене кашнинче "Акатуйра" тата ытти пысӑк уявсенче пулакан тупӑшусенче палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал кӗркунне Шупашкарта наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш вӑййисем иртнӗ хыҫҫӑн, Республика Пуҫлӑхӗ ку спорт тӗсӗпе ятарлӑ уйрӑмсем уҫма хушнӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Абрамов кӗрешӳпе 8 ҫулта туслашнӑ. Малтан хӑйӗн ӑсталӑхне вӑтам шкулта туптанӑ, ӑмӑртусене хутшӑнса вӑй-хӑватне ҫирӗплетнӗ. Аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗрсен те спорта пӑрахман, малалла аталаннӑ. Ахальтен мар Евгений пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Елчӗкри Акатуйра мала тухса Мускаври ӑмӑртура 90 кило таякансен ушкӑнӗнче пӗрремӗш пулнӑ. Наци кӗрешӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш вӑййисенче те ӑна ҫитекенни пулман.
Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче кӗрешӳ уйрӑмӗнче 2 ушкӑн йӗркеленӗ. Унта ҫӳрекенсемпе Сергей Игнатьевпа Константин Батраков тренерсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем кунта тӗрлӗ ӳсӗмрисем.
Ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ирӗклӗ майпа кӗрешес, самбо, дзюдо уйрӑмӗсем ӗҫлекен республикӑри кашни спорт шкулӗнче чӑваш кӗрешӗвӗн секцийӗсене уҫма палӑртнӑ. Тренерсен ӑсталӑхне ӳстермелли программӑсем те хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакӑ наци спортне аталантарма, ӑна ҫӳллӗ шая ҫӗклеме пулӑшасса шанаҫҫӗ республикӑри физкультурӑпа спорт министерствинче.
Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова