Ӑмӑрту Мускав облаҫӗнче иртрӗ. Унта 39 команда тупӑшрӗ. Финалистсене Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Дмитрий Патрушев саламларӗ. Вӑл ялсенче те спорт инфраструктурине аталантармаллине палӑртрӗ. Ҫакӑ ҫынсене спортпа туслашма хистет, терӗ вӑл. Кун пек марафонсенче кашни спортсмен хӑйӗн кӑтартӑвӗсене ҫирӗплетме пултарать. Ӑмӑртура атлетсем чупрӗҫ, терлӗ спорт тӗсӗнче вӑйӗсене тӗрӗслерӗҫ. Ҫавӑн пекех ГТО нормисене те пурнӑҫларӗҫ. Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен команди - ун йышенче 7 спортсмен: Валентина Николаева, Диана Ушакова, Сергей Семенов, Екатерина Попова тата Михайловсен ҫемйи пӗрремӗш вырӑна тухни паллӑ пулчӗ. Ҫакӑншӑн Ял хуҫалӑх министерстви спорт площадки илмешкӗн сертификат пачӗ.
Кун пек шайра ӑмӑртусем ирттерни, чӑнах та, ялти спортсменсене хавхалантарать, аталанма хистет. Ҫавӑнпа та тупӑшусене кашни ҫулах хутшӑнма тӑрӑшӑпӑр, терӗҫ.
Надежда Александрова, Святослав Петров