Муркашри вӑтам шкулта каратэ енӗпе турнир иртрӗ

Унта муркашсемсӗр пуҫне, Шупашкарпа Канаш хулисенчи тата Вӑрмарти спортсменсем тупӑшрӗҫ. Ӑмӑртӑва пурӗ 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхи 100 ытла ача хутшӑнчӗ.

Ку ӑмӑрту районти спорт календарӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кӑҫал унта хутшӑнакан нихӑҫанхинчен ытларах - 100 ытла ҫамрӑк спортсмен пулнӑ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лилия Тарасова тата республикӑри Сетокан каратэ-до федерацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Бардасов саламларӗҫ, ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. 

Ачасем пурте тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Ӑмӑрту икӗ дисциплинӑра -"ката" тата "кумитэ" енӗпе иртрӗ. Пурӗ турнирта 36 ылтӑн, 34 кӗмӗл тата 38 бронза медаль хуҫисене палӑртрӗҫ. Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе тата Кубоксемпе чысларӗҫ. 

Ушкӑнсенчен пӗрремӗш вырӑн вӑрмарсен команди йышӑнчӗ. Муркашсем - иккӗмӗш, шупашкарсем - виҫҫӗмӗш. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫавӑн пекех уйрӑм спортсменсем хушшинче палӑртрӗҫ. 

Надежда Александрова, Иван Макеев