Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 77 ҫул ҫитнине халалланӑ тупӑшӑва 50 ытла спортсмен хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Сатике ҫӳрекен 4-5 ҫулти ачасенчен пуҫласа 10-11 ҫулти арҫын ачасемпе хӗрачасем таран. Муркаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кӑна мар, Шупашкарти спорт клубӗсенчен килнӗ хӑнасем те ӑмӑртӑва хутшӑнчӗҫ. Кӗрешӗве регионти "Сетокан Каратэ-ДО" обществӑлла пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Владимир Бардасов йӗркеленӗ. Спорт уявӗнче 80 парне выляттарчӗҫ. Ушкӑн кӑтартӑвӗсене шутласан 1-мӗш вырӑна Муркашри вӗренӳ учрежденийӗсем тухнӑ, 2-мӗш вырӑнта тӗп хулари "Коршун" спорт клубӗ, 3-мӗшӗнче - Шупашкарти "Центр" клубра ӑсталӑхне туптакансем.
Алиса Александрова, Иван Макеев