Ҫитӗнекен ӑрӑва пӗр-пӗр спорт тӗсӗпе ҫине тӑрса аталантаракан, вӗсен пуласлӑхне шанакан, ыттисем хушшинче ҫухалса каймасӑр хӑйсен ӑсталӑхне кирлӗ шайра кӑтартма пултаракан ачасене вӗрентекенсем пӗр иккӗленӳсӗр республика шайӗнчи ӑмӑртусене йышӑнма пултараҫҫӗ. Муркашсем те ҫаплах.
Лайӑх кӑтартусем, курӑмлӑ ҫитӗнӳсем патне ҫул уҫса пыраканни, хавхалантараканни ашшӗ-амӑшӗнчен те ытла тренер. Вӗрентекенне кура ачасем тата та тӑрӑшуллӑрах, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ тӑвас талпӑнӑвӗ те пысӑк.
90 медаль пуххишӗн ӑмӑртма Муркаш шкулне 50 ытла спортсмен килсе ҫитнӗ. 4 ҫултан пуҫласа 11 ҫулчченхи арҫын ачасемпе хӗрачасем чун ҫирӗплӗхӗпе, ӑсталӑхӗпе, хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ. Ушкӑнпа тупӑшса спорт уявӗн хуҫисем, Владимир Бардасов тренер ертсе пыракан ачасем 1-мӗш вырӑн йышӑнӗҫ. Шупашкарсем 2-мӗш, вӑрмарсем 3-мӗш пулчӗҫ хальхинче. Маттур спортсменсене пурне те парнесемпе чысларӗҫ.
Алиса Александрова, Иван Макеев