Муркаш тӑрӑхӗнче ҫар ветеранӗсен йӑлана кӗнӗ спартакиади иртрӗ

Афганистан вӑрҫин инваличӗсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Чӑваш Енре ҫар ветеранӗсен йӑлана кӗнӗ спартакиади иртрӗ. Салтаксем хӑйсен ҫемйисемпе Муркаш тӑрӑхӗнче пухӑнчӗҫ.

Каршлӑх лапамӗнчи илемлӗ ҫаранра тӗрлӗ вӑхӑтри вӑрҫӑ-харҫа хутшӑннӑ ветерансем, вӗсен мӑшӑрӗсемпе ачисем, мӑнукӗсем пухӑнчӗҫ. 2012-мӗш ҫултанпа кашни ҫулах ҫапла сывлӑх уявне пуҫтарӑнаҫҫӗ вӗсем. Халӗ вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсем те пур.

Тӗрлӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннипе пӗрлех паянхи ветерансен кун-ҫулне савӑнӑҫ кӳрес тӗллевпе йӗркеленӗ спорт вӑййисем, чӑн та, салтаксемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ырӑ ӗҫе вырӑнти пуҫлӑхсемпе ҫар комиссариачӗ тата ытти пӗрлешӳ пайташӗсем кӑмӑлтан хутшӑнаҫҫӗ.

Ветерансем ҫемйисемпе волейболла, ункӑна мечӗк ывӑтса кӗртмелли тупӑшура, пӑшал салатса пуҫтарассинче, нарды, шашка, дартс тата ытти вӑйӑра ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе парнесем парса савӑнтарчӗҫ. Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин, пенси фончӗн, медицинӑпа социаллӑ экспертиза бюровӗн хастарӗсем вара ҫар ҫыннисене кирлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшрӗҫ. 

Алексей Енейкин, Иван Макеев