Муниципалитетсен чи маттур спортсменӗсем старта тухрӗҫ

Каҫал тӑрӑхӗнче 14-мӗш хут республика шайӗнчи ялти спорт вӑййисем иртрӗҫ. Командӑсене хальхинче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче хапӑлласа кӗтсе илчӗҫ. 

Пӗр лапамра 450 ытла спортсмен. Вӗсен 11 дисциплинӑра хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартмалла. Мини-футболран пуҫласа механизаторсен, ӗне сӑвакансен пултарулӑх тупӑшӑвӗ таран. Хӑйсен умне ҫирӗп тӗллев лартнӑ хастарсене Чӑваш Правительстин ертӳҫи Сергей Артамонов та ӑнӑҫу сунчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче пӗлтӗр Барнаулта иртнӗ Хӗллехи ял вӑййисенче пирӗннисем командӑпа тупӑшса 1-мӗш пулнине, виҫӗмҫул Чулхулари ҫуллахи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑннине палӑртрӗ. 

Юлашки вӑхӑтра республикӑра спортпа туслашма ҫӗнӗ майсем уҫӑлсах пыраҫҫӗ. Каҫал тӑрӑхӗнче, сӑмахран, иртнӗ ҫул ГТО нормисене пурнӑҫламалли нумай енлӗ лапам хута янӑ. 

Ҫӑмӑл атлетика, волейбол, лапта, полиатлон, вӗрен туртасси, ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ. Пӗр стадионта тӗл пулнӑ тӗрлӗ округ спортсменӗсем хӑйсен ҫирӗплӗхне, ҫивӗчлӗхне тӗрлӗ енлӗн тӗрӗслеме пултарчӗҫ. Чылайранпа ҫуллахи ял вӑййисене хутшӑнакансен тупӑшӑвӗсем уйрӑмах хӗрӳ пулчӗҫ. 

Командӑпа тупӑшса Шупашкар округӗ 1-мӗш пулчӗ, 2-мӗш вырӑнта -  патӑрьелсем. 3-мӗшне спорт уявне йышӑннӑ каҫалсем илчӗҫ.

Алиса Александрова, Сергей Емельянов