Мухтавлӑ ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе хавхаланса ҫамрӑк ӑру аслӑ спорт тӗнчине талпӑнать

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Лащ Таяпара 3-мӗш хут ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен регионсем хушшинчи "Кашкӑр" турнирӗ тата "ММА" ҫапӑҫӑвӗсем иртрӗҫ.

Ҫуллахи лагерь евӗр сывлӑх кунӗсем йӗркелесе ҫитӗнекен ӑрӑва пысӑк ӑмӑртусене хатӗрлесси - яваплӑ та пархатарлӑ ӗҫ темелле. Ҫапла, Лащ Таяпа ялӗнче тӗрлӗ тӑрӑхран килсе ҫитнӗ ачасем 10 кун кӗрешӳ ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑшрах тӗрлӗрен хӑнӑхтару туса хул-ҫурӑмне ҫирӗплетеҫҫӗ, лаша утланса ярӑнаҫҫӗ. Каҫсерен ҫамрӑксем кӑвайт умӗнче савӑнаҫҫӗ, спортпа ҫыхӑннӑ киносем кураҫҫӗ. Ирхине вара каллех тренировкӑсене пуҫӑнаҫҫӗ. Яваплӑ тупӑшу умӗн чиркӳре пачӑшкӑпа калаҫса чунпа ҫирӗпленесси те кунта ырӑ йӑлара. Кашниех турнирта ҫӗнтерме ӗмӗтленет.

Чӑнах та, ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем 7 регионтан: Чӑваш Ен, Чӗмпӗр, Мари, Тутарстан, Пушкӑртстан, Оренбург тӑрӑхӗнчен тата Мускавран пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 70-е яхӑн арҫын ача. Ялти хӑтлӑ спорт лапамӗнче вӗсем уҫӑ тӳпе айӗнче кӗрешрӗҫ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнӑран хӑш-пӗр тупӑшу спорт залӗнче иртрӗ. Ҫапла майпа ҫамрӑксем 8 виҫе категорийӗнче вӑй виҫрӗҫ.

Кӗрешӳ вӗҫленсе пынӑ май Лащ Таяпара "ММА" мелӗпе ҫапӑҫакансен турнирӗ пуҫланчӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ спортсменсем ҫанталӑк вылянчӑкне кура урамри 8 кӗтеслӗ рингра та, спорт залӗнче те тупӑшрӗҫ.

Ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ турнира ятлӑ-сумлӑ спорт ветеранӗсем те чылай тӑрӑхран килнӗ. Ялта хуларинчен нимпе те кая мар ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем иртни ҫӗр ҫинче ӗҫлесе ӳсекен ачасемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ вӗсем.

ММА турнирӗ 64 килоран пуҫласа 85 килограмм таран таякан ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсене пухрӗ. Хӗрӳ тытӑҫусем ял халӑхӗшӗн хӑйне евӗрлӗ шоу пулчӗ. Нумайӑшӗ кун пек ҫапӑҫусене халиччен курман та. Турнир ҫӗнтерӳҫисене ятарлӑ кубоксемпе тата пиҫиххисемпе чысларӗҫ. Ял-йыш вара кун евӗр ӑмӑртусене малашне те курма хавас пулнине палӑртрӗ.

 

Алексей Енейкин, Вячеслав Ильин.