Мӑнҫырма тӑвайккисене 200 яхӑн ҫамрӑк атлет парӑнтарчӗ

Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ Алексей Трофимов велосипедист-спортсмена асӑнса маунтинбайк енӗпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртрӗ. Йӑлана кӗнӗ турнира кӑҫалхипе 25-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

Алексей Трофимов республикӑри чи ӑста велосипедистсенчен пӗри пулнӑ. Чӑваш Ен чысне вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Спортсмен тӑрӑшулӑхӗпе, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнипе уйрӑлса тӑнӑ. Шел пулин те, пӗр стартра унӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Ентешӗн ятне мӑнҫырмасем манӑҫа кӑлармаҫҫӗ. 1998 ҫултанпа маунтинбайк енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри турнир ирттереҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта 5 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал та 10 ҫултан аслӑрах 200 яхӑн велочупуҫӑ килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче Иваново, Владимир, Чулхула облаҫӗсенчи, Тутарстанпа Марий Элти тата хамӑр республикӑри атлетсем. 

Маунтинбайк ӑмӑртӑвӗнчен ытти спорт тӗсӗпе хатӗрленекенсем те аякра юлмарӗҫ. Старта Вӑрмарти самбистсем те тухрӗҫ, хӑйсен вӑй-хӑватне велоспортра тӗрӗслерӗҫ. 

Хӗрӳ тупӑшура, яланхи пекех, вырӑнти спортсменсем палӑрчӗҫ. Кивӗ Вӑрмарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищин студенчӗ Никита Петров 2 дистанцире пӗрремӗш пулчӗ. Пурӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене 22 номинацире чысларӗҫ. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин