Малашне ачасем ҫулталӑкӗпех спортпа туслӑ пулма пултарӗҫ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи "Белые камни" кану центрӗнче ҫӗнӗ спорт залӗ алӑкне уҫрӗ. Уява Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

"Белые камни" физкультурӑпа спорт центрне аталантарма республика тата федераци бюджечӗсенчен 190 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ӳт-пӗве ҫирӗплетмелли лаптӑк пин ҫурӑ тӑваткал метр йышӑнать. Ҫӗнӗлӗх ҫамрӑксене тӗрлӗ спорт енӗпе ӑсталӑхне туптама май парать. Лагерьте канакансем волейбол, баскетбол, гандбол, мини-футбол вӑййисене выляма, винтовкӑран тӗл перессинче ӑмӑртма, гимнастика хӑнӑхтарӑвӗсене тума пултараҫҫӗ. Зала чи пӗрремӗш футбол шкулӗнче вӗренекенсем тата Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче ӑталӑхне туптакансем хакларӗҫ. Ҫамрӑк спортсменсем ҫӗнӗ майсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ. Вӑйӑ залӗпе пӗрлех кунта администраци вырнаҫнӑ. Комплексра ҫавӑн пекех хывӑнса тӑхӑнмалли, душ кӗмелли пӳлӗмсем, медицина кабинечӗ пур. Палӑртмалла, кӑҫал "Белые камни" кану центрӗ хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. Шӑпах 30 ҫул тултарнӑ тӗле вӑл ҫакнашкал хаклӑ парнене тивӗҫрӗ. Сӑмах май, спорт залне "Бизнес-спринт" федераци проекчӗпе тата республикӑра йышӑннӑ концепципе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ.

Юлашки тӑватӑ ҫулта ку учреждени палӑрмаллах улшӑннӑ. Вӑл чӑн-чӑн спорт центрӗ пулса тӑнӑ. Кунта искусствӑлла сийлӗ футбол уйӗ, ӑслӑ спорт лаптӑкӗ, стадион пур. Унпа пӗрлех корпуссене те ҫӗнетнӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнчен кану центрӗнче спортсменсене йышӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсем кунта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хатӗрленӗҫ. 

Леонид Петров, Святослав Петров