Юрий Энтин сӑввисем тӑрӑх Геннадий Гладков композитор кӗвӗленӗ хайлавсем манежри урхамахсене нихҫанхинчен ытла хавхалану кӳреҫҫӗ. Этем кӑмӑлне туйса тӗрлӗ хӑнӑхтару тунипе пӗрлех кӗҫех вӗсен чӑн-чӑн мюзикл лартмалла. Ҫавӑнпа та кунта пурте хайсен яваплӑхне туйса тӑрӑшаҫҫӗ.
Пурте лайӑх пӗлекен "Бременские музыканты" хайлавран ҫапла пысӑк кӑтарту хатӗрлесси - кунта тӑрӑшакан Полина Дружининан шухӑшӗ. Юмах лартас ӗҫе вӑл хӑюллӑн пуҫӑннӑ.
Музыкӑлла юмах чӑн-чӑн спектакль пекех пулмалла. Манежри артистсем ӑна лартассишӗн икӗ уйӑх ытла хатӗрленеҫҫӗ. Трубадур, кушак, йытӑ, автан тата ашак музыкантсем, ҫавӑн пекех патшапа принцесса сӑнарӗсене валли ятарлӑ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ, декораци хатӗрленӗ. Кашнийӗ хӑйӗн тивӗҫне туллин пурнӑҫлама тӑрӑшать. Мюзикл кураканӑн кӑмӑлне ҫӗклетех теҫҫӗ артистсем. Ахальтен мар вӑл юрӑ-ташӑпа та пуян.
Ҫак историллӗ пулӑм куракана лаша спорчӗ ҫине те ҫӗнӗлле пӑхма май парать. Ҫавна май сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен йышӗ те кунта ӳссех пырать.
Хӑйнеевӗр постановкӑн премьери ҫитес эрнекун, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пулмалла. "Бремен музыканчӗсем" пурин кӑмӑлне те каясса шанаҫҫӗ хастарсем.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов