Кӳлхӗрринчи кӳлӗпе киленсе ишрӗҫ

Вӑрнар тӑрӑхӗнче байдаркӑпа тата сапбордпа ишсе ӑмӑртрӗҫ. Республикӑри чи вӑйлӑ спортсменсем Кӳлхӗрри ялӗнче пухӑнчӗҫ. Унта Чӑваш Енӗн чемпионачӗ тата первенстви иртрӗ. 

Республика шайӗнчи ӑмӑртусем Кӳлхӗрринче пӗр ҫул анчах мар иртеҫҫӗ. Кунти кӳлӗ тӗрлӗ хатӗрпе ишекенсене тахҫанах илӗртет. Ҫанталӑк хӑйех тупӑшусем ирттермелли майсем туса панӗ тейӗн. 

Ҫак вырӑна байдаркӑпа тата каноэпа ӑмӑртакансен Раҫҫейри федерацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Кочкин та килӗштернӗ. Ытларах ҫамрӑка сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарас тесе ятарласа Шупашкартан Кӳлхӗррине куҫса килнӗ вӑл. Спорт базине те кунтах уҫнӑ. Тӑрӑшни куҫкӗрет. Ӑмӑртӑва 30 ытла ҫын хутшӑнчӗ, ҫурри  - Вӑрнар тӑрӑхӗнчен.

Тупӑшусенче Вӑрнарти "Рассвет" спорт шкулӗнче вӗренекенсем уйрӑмах хастар пулчӗҫ. Шупашкартан та ҫитнӗ хӑйсен вӑйне тӗрӗслес текенсем. Аслисем те, кӗҫӗннисем те мала тухассишӗн тӑрӑшрӗҫ. Уйрӑмах Чалӑм Кӑкшӑм ялӗнчи Файзулоевсен ҫемйине палӑртмалла - ашшӗ те, ачисем те байдаркӑпа та, сапбордпа та  ишсе ӑмӑртрӗҫ.  Амӑшӗпе кӗҫӗн хӗрӗ вара ҫыран хӗрринчен хавхалантарчӗҫ вӗсене.  

Сӑмах май, ишмелли хӑмапа Чӑваш Енре нумаях пулмасть тупӑшма пуҫланӑ. Сапборда чылайӑшӗ килӗштерет. Каноэ кимӗпе ҫӳреме пӗлекенсем вара сахалтарах. Тен, Рафаэль Газеевӑн ӑсталӑх урокӗ хыҫҫӑн кӑмӑллакансем йышланӗҫ? Вӑл Чӑваш Енре пӗртен-пӗр каноист.

Тупӑшусене хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса йӗркеленӗ. Спортсменсене ҫӑлавҫӑсем тимлесех тӑчӗҫ. Ӑмӑртӳ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх республика чемпионӗн ятне Кочкинсен ҫемйи тивӗҫрӗ. Иринӑпа Александр хӑйсенчен никама та ирттермерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче ҫавӑн пекех Фаридун Файзулоев, Захар Концов, Ася Ржанова, София Файзулоева, Матвей Белов тата Дарина Орлова. Кӗҫех хастарсен Чӑваш Ен чысне Энгельс хулинче пулакан ӑмӑртура хӳтӗлеме тивӗ.  

Вероника Павлова